Тыткăнра чăтнă, тÿснĕ.
Районта вăрçă ветеранĕсем кăçал та «Ока» автомашинăллă пулчĕç. Вĕсенчен пĕри вăл – Мăн Вылари Ефрем Андреевич Вашуркин. Ветеран «Ока» автомашина уççине ытахальтен тивĕçмен. Вăл Мăн Вылари ялĕнче 1917 çулта çуралса ÿснĕ. 1941 çулта, ытти тантăшĕсем пекех вăрçа кайнă. Украина фронтĕнче çапăçнă. 1942 çулта аманнă, тыткăна лекнĕ. Виçĕ çул – тыткăнра. Йывăр ĕçлеттернĕ, выçă усранă вĕсене. Çавах та ирĕке кăлариччен чăтнă,тÿснĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕ хыççăн тăван кĕтесе таврăннă та ĕçе кÿлĕннĕ: почта çыхăнăвĕн тытăмĕнче вăй хунă. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра та хăйĕн тÿпине хывнă. Тĕрлĕ должнăçсене тимленĕ.
Ветеран çĕнĕ автомашинăна тивĕçнишĕн чунтан савăнать