Элĕксен вырмари хастарлăхĕ курăмлă
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин яваплă çыннисем виçĕм кун Министерство кунĕнче Элĕк районĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç.
Министр çумĕ Светлана Енилина, пай пуçлăхĕ Анатолий Семенов, «Чăваштырăпродукт» патшалăх унитари предприятийĕн директорĕ Павел Диомидов, район пуçлăхĕ Анатолий Платонов – «Алмаз», «Звезда», «Авангард», «Прогресс» хуçалăхĕсенче, Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕн директорĕ Юрий Федоров, Патшалăх ветеринари службин тĕп специалисчĕ Фидель Константинов, район администраци пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Соколов «Новый путь», «Свобода», «Восход» хуçалăхсенче тыр-пул çитĕнтерекенсем тата выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе тĕл пулчĕç. Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ, республикăри инвестици программисене пурнăçласа пыни, Чăваш Республикин 2007 çулхи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем – тĕпрен илсен çак ыйтусем тавра пычĕ çивĕч калаçу, кашни ыйтăвах тивĕçлĕ хурав пулчĕ.
Вырма ĕçĕсемпе те кăсăкланчĕç пуçлăхсем. Элĕк тăрăхĕнче ĕççи кăçал кал-кал пырать, пур хуçалăхра та кашни сехетпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.