Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

Уй-хирти тыр-пула вăхăтра пухса кĕртес тĕллевпе районта комбайн экипажĕсем хушшинче ăмăрту ирттерме йышăннă. Кăтартусене кашни вунă кунлăхра пĕтĕмлетĕç. Малти виçĕ вырăн йышăннă экипажа парне парса хавхалантарчĕç.

Августăн 20-мĕшĕ тĕлне «Новый путь» хуçалăхри Владислав Александрович Васильев «Дон–1500» комбайнпа 556 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăл – пĕрремĕш вырăнта. Иккĕмĕшĕнче – «Новый путь» хуçалăхри Михаил Валерьянович Егоров. Унăн кăтартăвĕ – 309 тонна. Вăл «Нива» комбайнпа вырмана хутшăнать. «Звезда» хуçалăхри Николай Иванович Григорьев СК-5 «Нива» комбайнпа 291 тонна çапса тĕшĕлесе виççĕмĕш вырăна тухнă.

Çĕнтерÿçĕсене, ытти çулсенчи пекех, ял ĕçченĕсен уявĕнче чыслĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 августа 2006
00:00
Поделиться