Культура çуртне юсаççĕ, çĕнетеççĕ
Юнтапари культура çурчĕ çул хĕрринче вырнаçнă. Унăн тулаш енĕ тĕссĕрленме пуçланă ентĕ. Çавăнпа та кунта юсав ĕçĕсене тума пуçăннă. Строительсем ĕçре хастар. Вĕсем тăрă çĕнĕрен витнĕ. Тимĕре вара Элĕк райповĕ панă. Стенасене, чÿречесене сăрласа илемлетнĕ. Культура çуртне кĕмелли вырăна та юсанă. Шалта та юсав ĕçĕсем туса ирттересшĕн.
Тĕп задачăсенчен пĕри вăл – культура çуртне газ илсе çитересси. Ку тĕлĕшпе район бюджетĕнче укçа-тенкĕ те уйăрнă.
Культура çуртĕнчи юсав ĕçĕсене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета