Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шĕмшешри ваттисен çурчĕ – чи хăтли

Пирĕн районта Элĕкре, Шĕмшешре, Вырăс Сурамĕнче ватă çынсене тата инвалидсене вăхăтлăха хÿтлĕх паракан уйрăмсем ĕçлеççĕ. Аслă ăрурисем вĕсенче хăйсене хăтлă, меллĕ туйччăр тесе сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. Çакна «Чуна сывăх кĕтес» смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем те кăтартса параççĕ. Шĕмшешри ваттисен çурчĕ чи илемлĕ те тирпейлĕ пулнине палăртнă. Ăна 2000 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче хута янă. Хальхи вăхăтра кунта опекăра тăракан 10 ватă пурăнать. Кăçал çуртри хутса ăшăтмалли системăна тĕпрен улăштарнă, тăрă витнĕ, территорине карта тытса пÿлнĕ. Ветерансем валли пĕтĕм услови пур темелле. Ваттисен çурчĕ çумĕнчи çĕр лаптăкĕнче çĕр улми, купăста, сухан, ыхра, кишĕр, помидор, хăяр лартса туса илеççĕ



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 августа 2006
00:00
Поделиться