Ял уявĕ
Юманлăхсем çак кунсенче ял уявне паллă турĕç. Ку ял пысăках мар, архиври документсем тăрăх Юманлăх 250 çула çитни паллă. 1876 çулта ялта шкул уçнă, 1902 çулта вара чиркÿ тунă. Ăна аркатнă пулин те аслă ăрурисем манмаççĕ.
Ял уявне туса ирттерессипе Юманлăхри ял клубĕн заведующийĕ А. Никандрова пуçарулăх кăтартрĕ. Вăлах уяв йĕркелесе ертсе пычĕ. Ял исторнине аса илчĕç, унăн мухтавлă çыннисемпе мăнаçланчĕç. Нумай çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнакан çемьесене парнесем пачĕç. Урамрах уяв сĕтелĕ йĕркеленĕ. Ял çыннисем капăр тумлă. Уяв ирттерме, паллах, спонсорсем те пулăшнă.
Ял уявĕ илемлĕ юрă-ташăсăр пулмастех. Вырăнти фольклор ушкăнĕн концерчĕ пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ.