Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Самант ансамбль савăнтарать

Инна Михайлова Ильина Йăлкăш шкулĕнче ĕçлет. Унăн чун туртăмĕ – ачасем. Вăл пуçарнипе Питĕшкасси ял тăрăхне кĕрекен Çулавăç ялĕнче икĕ çул каялла  «Самант» ятпа ача-пăча эстрада ансамбльне йĕркеленĕ. Унта – тĕрлĕ çулсенчи ачасем, кĕçĕннисем те пур. Йыш пысăках мар пулин те концерт программи тулли те пуян. Ачасен пултарулăхĕ çулсерен туптанса пырать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те вĕсем пĕрле пулма тăрăшрĕç. Питĕшкассинчи культура çурчĕнче нумаях пулмасть иртнĕ концертра тĕрлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç «Самант» ансамблĕн пĕчĕк юрăçисем. Концертшăн тав турĕç. Культура çурчĕн ĕçченĕсем ачасене хăналарĕç. 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 сентября 2006
00:00
Поделиться