Тĕслĕхлĕ библиотекăсене – ку чухнехи техника
Иртнĕ çулхи раштавра районти культура пайне çĕнĕ спутник антенна- «тарелка» килнĕ. Пĕтĕмпе Чăваш Республики çакăн пек 18 антенна туяннă. Калас пулать, пирĕн районта кун пек парне шăпах вăхăтра кирлĕ пулчĕ. Чăваш Ен Президенчĕн Николай Федоровăн программисене пурнăçласа тĕслĕхлĕ библиотекăсене ку чухнехи техникăпа тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кусем вĕсем – сканерсем, компьютерсем тата ыттисем те. Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче «Культура Cоm Star» спутник антенни вырнаçтарнă. Ку антенна пысăк хăвăртлăхпа Интернета тухма тата мультимеди кăларăмĕсене тытма май парать. Çакă, паллах, библиотекарьсен ĕçне тухăçлăрах йĕркелеме пулăшать. Хальхи вăхăтри библиотекăсен харпăр хăй электронлă пурлăхне йĕркелеççĕ. Интернетра хăйсен сайчĕ пур.