Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Урока - çĕнĕ шкула

Юнтапари вăтам шкул ачисем çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çитессине чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Сăлтавĕ те пур. Кăçалхи вĕренÿ çулне икĕ хутлă çĕнĕ шкул çуртĕнче пуçларĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç Юнтапари шкула. Сумлă хăнасем те чылай: Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г. Чернова, район пуçлăхĕ А, Платонов тата ыттисем те.

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Юнтапари çĕнĕ шкул юмахри пекех пулнине палăртрĕ. Кунта 7 вĕренекене 1 компьютер, республикипе вара 26 ачана 1 компьютер тивĕçет. «Ку вăл – Элĕк районĕ информаци – компьютер технологийĕсене аталантарассипе малтисен йышĕнче пулнине пĕлтерет. Çĕнĕ шкул ачисемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те шанчăк çуратать, малашлăха май парать. Йывăр çулсенче те çĕнĕ çуртсем тума пултарни – малалла ăнтăлни. Сентябрĕн 1-мĕшĕ – чаплă уяв. Вăл çĕнĕ çитĕнÿсен, ăнăçусен тата пĕлÿсен пуçламăшĕ. Чăваш Ен çулсерен аталанса пытăр», - терĕ Николай Васильевич. Ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене Пĕлÿ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, телей сунчĕ, шкула автобус парнелерĕ.

Район пуçлăхĕ А. Платонов çĕнĕ шкул тума пулăшнăшăн Чăваш Республикин Президентне Н. Федорова тата строительсене тав турĕ. Анатолий Иванович палăртнă тăрăх, Юнтапа шкулне çĕнĕрен çĕклеме республика бюджетĕнчен вăтăр миллион ытларах кăна. «Çакă республика района пулăшнине пĕлтерет. Ачасем валли вара шкулта пур услови те çителĕклĕ. Вĕсен тивĕçĕ – лайăх вĕренесси»,-терĕ район пуçлăхĕ А. Платонов. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе М. Томашов сăмах илчĕ, тахçанхи ĕмĕт пурнăçа кĕнишĕн савăннине пытармарĕ. Муркаш район больницин тĕп врачĕ В. Данилов чăваш ачин ята ямалла маррине, тăрăшса вĕренмеллине палăртса каларĕ. Генподрядчикăн – 3 стройтрестăн ертÿçи В. Семенов Юнтапа шкул директорне А. Кондратьева символ уçă пачĕ. Шкул директорĕ тав сăмахĕ каларĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров нумаях пулмасть «Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен строительствине хăвăртлатмалли мерăсем çинчен» Указа алă пуснине, унăн пĕлтерĕшĕ ял аталанăвĕшĕн пысăк пулнине каларĕ. Хăй Указ çине пуснă ручкăна Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхне А. Ананьева парнелерĕ.

Унтан хĕрлĕ хăйăва касрĕ. Хăнасем çĕнĕ шкулпа паллашрĕç, 11-мĕш класра вĕренекенсен урокĕнче темиçе минут пулчĕç, çавăн пекех кăçал пĕрремĕш хут 1-мĕш класа килнисемпе курнăçрĕç, вĕсене вĕренÿре ăнăçу сунчĕç.

Кăçал Юнтапари  вăтам шкулта 185 ача вĕренме пуçларĕ. 1-мĕш класа 17 ача килчĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 сентября 2006
00:00
Поделиться