Юнтапара вĕрентÿ керменĕ уçăлчĕ
Пĕлÿ кунĕ кашни çулах мĕнле те пулин пусăмпа асра юлать. Ĕнерхи уяв Элĕк районĕнчи Юнтапа вăтам шкулĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ: темиçе çул ĕмĕтленсе-кĕтсе пурăннă çĕнĕ вĕренÿ çурчĕ хута кайрĕ. Пĕлÿ кунĕпе тата çĕнĕ çурта хута янă ятпа учительсене, ачасене, ашшĕ-амăшне саламлама ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П. Чернова, Элĕк район пуçлăхĕ А.И. Платонов килсе çитрĕç.
- Эпĕ питĕ хавас паянхи илемлĕ кун сире пурне те Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлама. Ачасем валли вĕрентÿ керменĕ туса панăшăн строительсене, учительсене, ашшĕ-амăшĕсене, ачисене, вĕсем те тăрăшнă йĕри-тавра тирпейлесе чечексем ÿстерме, тав тăватăп. Эпĕ кермен-шкул тесе ахальтен мар каларăм. Вăл хăйĕн пĕлÿ пама кирлĕ хатĕрĕсепме чи малтисен йышĕнче тăрать. Танлаштарса пăхар-ха акă: Раççейпе 42 шкул ачи валли пĕр компьютер пулсан, Чăваш Республикинче пĕр компьютер 26 шкул ачине çитет, Юнтапа вăтам шкулĕнче пĕр компьютер 7 ачана тивĕçет. Кун пек ачасене вăйлă аталанма май паракан статистика Элĕк районĕнче кăна мар, Чăваш Республикипе те урăх çук. Европăри аталаннă çершывсенче те 1 компьютерпа 10 ача ĕçлет. Çавăнпа та вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, учительсем валли çак шкул чăнасах та юмахри шкул пекех, унта пысăк çитĕнÿсем тума, Элĕк районне, Чăваш Республикине аталантарма пултаракан çынсем вĕрентсе ÿстерме пур май та çителĕклĕ.
Интернета тухаççĕ, хăйсен сайтне йĕркеленĕ. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлессе шанатăп. Эпĕ пĕлетĕп: кăçалтан Юнтапа шкулĕнчи вуннăмĕш классем Элĕк районĕн ресурс центрĕнче 4 профильпе вĕренме пуçлаççĕ. Çавна май вĕсене илсе çÿреме республика бюджетĕнчен çĕнĕ шкул уявĕ ячĕпе укçа уйăрма май тупрăмăр. Эпĕ сире паян шкул автобусĕ парнелетĕп. Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхне А.А. Ананьева вара, пуçаруллă та хастар ĕçлеме ырă сунса, çул-йĕр тăвассине икĕ çулта вĕçлемелли Указа алă пуснă историллĕ ылтăн пероллă «паркер» ручкăна парнелетĕп. 2008 çул тĕлне сирĕн тăрăхра мĕн пур çула йĕркене кĕртессе шантаратăп.
Савăнăçлă уявра Пĕлÿ кунĕпе саламласа, правительствăна çĕнĕ шкул çуртне тума пулăшнăшăн тав туса Элĕк район пуçлăхĕ А.И. Платонов, шкулăн попечительсен канашĕн ертÿçи М.С. Томашов, шкул директоре А.П. Кондратьев, вун пĕрмĕш класра вĕренекен Ксения Антонова, Муркаш район больницин тĕп врачĕ В.Г. Данилов тухса калаçрĕç. Шкул çуртне тунă акционерсен «3-мĕш стройтрест» уçă обществин генеральный директорĕ В.П. Семенов шкул директорне символ - уçă пачĕ. Н.В. Федоров шкул алăкĕ умĕнчи хĕрлĕ хăйăва кассан ачасене шкула йыхăракан шăнкăрав янăраса кайрĕ. Ачасем илемлĕ те хăтлă классене пĕрремĕш урока кĕчĕç, ашшĕ-амăшĕ, хăнасем шкулта курса çÿрерĕç.
Курмалли, ăмсанмалли питĕ нумай: класĕсем кăна мар, сĕтел-пукан, оборудовани – йăлтах çĕнĕ. Президента хальлĕхе республикăшăн çĕнĕ интерактивлă доска кăсăклантарчĕ. Шкул ăна хăй туяннă. Вăл паянхи вĕрентÿре çĕнĕлле ĕçлеме, пĕлÿ парас пахалăха ырă витĕм кÿме пулăшмалла. Шкулта унпа усă курма учительсемпе ачасем пĕр вăхăтрах хăнăхĕç. Николай Васильевич палăртнă тăрăх, интерактивлă доскасем çывăх вăхăтра ытти шкулта та пулĕç.
Юнтапа шкулне 6 ялтан 185 ача çÿрет. Пĕрремĕш класра 17 ача. Условисене кивĕ, ишĕлес пек ларакан йывăç çуртрипе танлаштарма çук паллах – уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт пекех. Çĕнĕ çуртра – 13 класс, чаплă спорт залĕ, библиотека, пуян мастерской, 66 вырăнлă столовăй. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн географи кабинетне те çĕнĕ оборудованипе тивĕçтереççĕ. Шкулта информатикăпа ют чĕлхене кĕçĕн классенчех вĕрентессине йĕркеленĕ. Юлашки пилĕк çулта кунта В,С,Е категорисенчи механизаторсене професси шайĕнче хатĕрлеççĕ. Ачасене воспитани парас ыйтусемпе те тимлĕ ĕçленине палăртмалла. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ ачисене Юнтапара пурăнакан В.М. Яковлева хĕрачине пиллĕкмĕш класа кунта илсе килнĕ.
- Шкул çĕнĕ, пысăк. çутă, таса. Ачасене кунта лайăх пуласса шанатăп, - терĕ Вăл. – Малаллахи ĕмĕтсем пирĕн çак шкулпа çыхăннă.