Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ĔÇРЕ ТЕ, КИЛТЕ ТЕ ХАСТАР

«Раççейри чи лайăх  килти хушма хуçалăх» конкурса хутшăнма Элĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ  райцентрти Октябрь урамĕнче пурăнакан Георгий Григорьевич Васильева суйласа илнĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Васильевсем çĕр çинче ĕçлеме юратаççĕ, выльăх-чĕрлĕх те сахал мар усраççĕ. Георгий Григорьевича районта пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Вăл - районти çыхăну почта начальникĕ. Апла пулин те, ĕç хыççăнхи пушă вăхăта усăсăр ирттермест, килти хушма хуçалăхра аппаланать. Кăçал вăл «АПКа аталанăвĕ» наци проектне хутшăнса, çăмăллăхлă кредит та илчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 сентября 2006
00:00
Поделиться