Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПĔЛТĔРХИНЧЕН ЛАЙĂХРАХ

Районĕпе илсен паянхи куна ĕнесен шучĕ 2068 пуç. Вĕсенчен 19753 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, 17301 килограмне патшалăха сутнă, таварлăхĕ 88 процент. Халĕ куллен кашни ĕнерен 9,6 килограмм сĕт суса илеççĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 2 килограмм ытларах. Яланхи пекех «Новый путь» хуçалăх малта пырать. Кунти талăкри сăвăм 16 килогрампа танлашать. Çавăн пекех «Родник», «Молния», «Свобода», Свердлов ячĕллĕ хуçалăхсем, «Надежда» агрофирма япăх мар ĕçлеççĕ. Шел те, «Авангард» хуçалăх юлса пырать. Кунта кашни ĕнерен 4,4 килограмм кăна  суса илеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 сентября 2006
00:00
Поделиться