Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПАВЛОВСЕМ - СПОРТПА ТУСЛИСЕМ

Тимĕрçкассинчи Любăпа Алексей Павловсем мĕн ачаранах спортпа туслашнă. Халĕ те, виçĕ ача çитĕнтерекен çак мăшăрсем, вăй-халпа сывлăх вăййисенчен вуçех те уйрăлмаççĕ. Акă, тин кăна район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртусенчи «Спорт çемйи» ушкăнра Павловсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Ку çеç те мар-ха. Любăпа Алексей тата вĕсен ачисем  районта, республикăра ирттерекен ăмăртусене те хутшăнаççĕ. Павловсем Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри  «Раççей  йĕлтĕрĕ-2006» чупура та пулнă, унтан парнесемпе таврăннă. Çак çемье район тата Йăлкăш ял тăрăхĕнчи  çамрăк çемьесемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 сентября 2006
00:00
Поделиться