РАЙОН ХАÇАЧĔН СПОРТ УЯВĔ
Район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн пыракан спорт ăмăртăвĕсене ирттересси ырă йăла пулса тăчĕ. Маларахри çулсенче вĕсене редакци вăйĕпе кăна йĕркелетчĕç пулсан, халĕ ку ырă та пархатарлă мероприяти район администрацийĕ пуçарса-йĕркелесе пынипе иртет. Спонсорсем те пур.
Акă, кăçалхи эстафета чупăвĕ те спорта юратакансем Элĕк стадионне йышлă пухăннипе пуçланчĕ. Кунта шкулсен, предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен, çемье командисемпе уйрăм спортсменсем килчĕç. Вĕсем ретĕн-ретĕн йĕркеленсе спорт парадне тăраççĕ. Районти вĕрентÿ пайĕн спорт енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Андрей Чернов район администрацийĕн пуçлăхне А.И.Платонова ăмăртăва хатĕрленсе çитни çинчен рапорт парать. Анатолий Иванович пурне те спорт уявĕ ячĕпе ăшшăн саламласа çапла каларĕ:
- Район хаçачĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн пыракан спорт ăмăртăвĕсем - традициллĕ ăмăртусем. Вĕсене эпир спортра татах та пысăкрах ÿсĕмсем тăвас тĕллевпе ирттеретпĕр. Паянхи çĕнтерÿçĕсем республикăра авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулакан «Советская Чувашия» хаçат призĕсемшĕн кĕрешĕç. Пурсăра та ăнăçусем сире.
Сăмах - районти «Пурнăç çулĕпе» хаçатăн тĕп редакторне Ю.Л.Корнилова. Юрий Леонидович райхаçатăн спорт уявне килнисене ăшшăн саламласа çитĕнÿсем тума ăнăçу, çирĕп вăй-хал сунчĕ.
Акă, ăмăртусем пуçланаççĕ. Стартра - 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем. Эстафетăра Элĕк тата Тавăт шкулĕсен командисем ыттисене каярах хăварни тÿрех палăрчĕ. Чăнах та, тавăтсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç, Элĕк шкулĕн пĕрремĕш команди - иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче - ураскилтсем. Аслă ушкăнра вара Элĕк шкулĕн икĕ команди те малта пулчĕ, ураскилтсем - каллех виççĕмĕшсем.
Предприятисемпе организацисем, учрежденисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Кĕçĕн Тăван шкулĕн команди тухрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - «Строймонтаж» предприятин тата районти шалти ĕçсен пайĕн атлечĕсем.
Ял тăрăхĕсен ăмăртăвне 8 ушкăн тухрĕ. Кусем вĕсем - район администрацийĕн, Элĕк, Тавăт, Тени, Питĕшкасси, Чăваш Сурăм, Йăлкăш, Шĕмшеш ял тăрăхĕсен командисем. Район администрацийĕ лайăх команда илсе тухнă чупăва. Ушкăна команда капитанĕ - райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Владимир Казаков пĕтĕм чун-хавалĕпе хавхалантарса пычĕ, хăй те эстафетăна хутшăнчĕ. Çапах спорт вăл - спорт, кунта чăвашсурăмсене çитекенни никам та пулмарĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эдуард Николаев пултаруллă та хастар ушкăн чăмăртанă, йышра: Светланăпа Алина Николаевăсем, Володя Ильин тата Юра Егоров. Иккĕмĕш вырăнта - Йăлкăш ял тăрăхĕн спортсменĕсем: ял пуçлăхĕ Вячеслав Матвеев, спорта юратакан Саша Спиридонов, Алексей Павлов, Алина Ивановăпа Людмила Ивановская.
Çемье ăмăртăвĕсенче Йăлкăш ял тăрăхĕнчи Павловсем чи маттуррисем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Вырăс Сурăмĕнчи Майоровсем.
Çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисене район хаçачĕн Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç, пĕрремĕш вырăн йышăннă командăсене «Пурнăç çулĕпе» хаçата çитес çулта илсе тăма çырăнтарса пачĕç. Ăмăртусене ирттерме спонсорсем пулăшнине те палăртма кăмăллă. Кусем вĕсем - «Шупашкарти тимĕр-бетон изделийĕсен завочĕ» акционер обществи (коммерци директорĕ В.Ю.Владимиров) тата Элĕкри карас çыхăнăвĕн ертÿçи М.А.Чернов, Элĕк райповĕ (ертÿçи Ю. Харитонов). Вĕсене редакци тав тăвать.