ĔÇÇИНЧЕ МАЛА ТУХНĂ
Вырмари комбайнсен экипажĕсем тата кĕрхи çĕртмери механизаторсем авăн уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче ăмăртса ĕçленин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Экономика ăмăртăвĕнче çак экипажсем çĕнтернĕ: Иван Александрович Николаев - «Витязь» хуçалăх комбайнерĕ. Вăл «Дон-1500» комбайнпа 280 тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕлесе пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕш вырăнта - «Рассвет» хуçалăх комбайнерĕ Валерий Северович Мышкин. Вунă кунра вăл СК-5 «Нива» комбайнпа 185,4 тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕленĕ. «Звезда» хуçалăх комбайнерĕ Владимир Владимирович Александров, СК-5 «Нива» комбайнпа 180 тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕлесе, виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Кĕрхи çĕртме тăвакансем хушшинче çаксем мала тухнă: Михаил Викторович Макаров - «Алмаз» хуçалăх механизаторĕ. Вăл ДТ-75 тракторпа 150 гектар суха тунă. Николай Петрович Романов - «Новый путь» хуçалăх механизаторĕ. Вăл Т-150 тракторпа 120 гектар çĕртме тунă. Т-150 тракторпа 100 гектар кĕрхи çĕртме туса, «Родник» хуçалăх механизаторĕ Андриан Николаевич Григорьевский виççĕмĕш вырăн йышăннă.