КУРАВРАН МЕДАЛЬПЕ ТАВРĂННĂ
Шупашкар районĕнчи «Чувашское» уçă акционерлă обществăра ăратлă выльăхсен республикăри куравĕ пулнă. Унта сыснасене, ĕнесене, лашасене, пулăсене, хурсене, чăхсене тата ытти выльăх-чĕрлĕхе кăтартнă.
Пирĕн районтан курава «Новый путь» тата «Звезда» хуçалăхсем хутшăннă. Вĕсем хура-ула ăратлă ĕне выльăх ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. «Новый путь» çавăн пекех шурă ăратлă шултра сыснасем те ĕрчетет.
«Звезда» хуçалăх курава 10-18 уйăхсенчи 3 пăрăва, «Новый путь» хуçалăх ăратлă ĕне, пушмак пăру, 15 уйăхри пăрăва тата ăратлă 7 сысна амине тăратнă. «Новый путь» хуçалăхăн ăратлă пăрăвĕ 13-15 уйăхсенчи тынашкасен ушкăнĕнче кĕмĕл медале, çак хуçалăхри пушмак пăру бронза медале тивĕçнĕ.