ÇĔНĔ КĔНЕКЕ ПРЕЗЕНТАЦИЙĔ ИРТРĔ
«Иакинф Бичурин тата унăн ĕçĕ» ят панă паллă ăсчаха, мухтавлă ентешĕмĕре Н.Я.Бичурина халалланă хăйĕн кĕнекине Санкт-Петербургра пурăнакан В.А.Золотов çыравçă-ăсчах. Хăй вăйĕпе кăларнă кĕнекере вăл Иакинф Бичурин манахăн кăткăс та мухтавлă кун-çулне кĕскен çутатса панă. Сăмах май каласан, В.А. Золотов пирĕн ентеш. Вăл 1934 çулта Синер ялĕнче çуралса ÿснĕ, Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Халĕ Санкт-Петербург хулинче пурăнать. В.Золотов – шыв айĕнче ишнĕ, отставкăри 1-мĕш рангри капитан, доцент, çарпа тинĕс наукисен кандидачĕ.
Çĕнĕ кĕнеке презентацийĕ Элĕкри культура керменĕнче иртрĕ. Унта кĕнеке авторĕ авторĕ, «Элĕк ачи» ентешлĕхе ертсе пыракансем, культура ĕсченĕсем, библиотекарьсем хутшăнчĕç. Чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕн пархатарлă пурнăçĕпе паллаштаракан монографие ырларĕç.