ÇАМРĂКСЕМ ЭСТРАДА УШКĂНĔ ЙĔРКЕЛЕНĔ
Элĕкри культурăпа кану центрĕн ĕсченĕсем ялан шыравра. Вĕсем час-часах халăха хăйсен пултаруллăхĕпе паллаштараççĕ.
Кăçал кунти ĕсченĕсем «Асамлă туйăм» ятпа эстрада ушкăнĕ йĕркеленĕ. Виçĕ çынран тăракан ушкăна Иван Никифоров ертсе пырать. Чи пĕлтерĕшли – артистсем хăйсен юррисене юрлани. Çамрăксем кĕске вăхăтрах куракансен чĕрисене тыткăнлама пултарнă. Çамрăк эстрада ушкăнĕ юрлакан юрăсене Юрий Андреев çырнă. Унăн юррисем пурнăç, юрату темисемпе çыхăннă.
«Асамлă туйăм» ушкăн артисчĕсем концертпа кÿршĕллĕ районсенче те пулнă ĕнтĕ.