Căвăм чакмасть
Ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра районта 2068 сăвакан ĕне шутланать. Ял хуçалăх предприятийĕсем халĕ кашни ĕнерен вăтамран 9 килограмм сĕт сăваççĕ. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 2 килограмм нумайрах. Пĕтĕмĕшле 18607 килограмм сĕт сунă, 16460 килограмне сутнă, продукци таварлăхĕ 88 процент.
Кашни ĕнерен сĕт сăвассипе «Родник» хупă акционерлă общество малта, кунти кăтарту - 16,3 килограмм.
Районти вăтам кăтартуран çак хуçалăхсем нумайрах сĕт сăваççĕ: «Новый путь» - 14,8 килограмм, «Молния» - 10,6, «Надежда» агрофирма - 9,9, Свердлов ячĕллĕ хуçалăх 9,2 килограмм. «Авангард» хуçалăхăн чи сахал сăвăм - 3,8 килограмм.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета