Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарма

Районта 2007 çулта выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем тăвас тата çĕнетсе лайăхлатас тĕллевпе инвестици кредичĕсем илме хуçалăхсем 33 миллион тенкĕлĕх заявка тăратнă. Çав шутран «Прогресс» хуçалăх мăйракаллă  шултра выльăх ĕрчетмелли комплекс тума 30 миллион тенкĕ, «Возрождение» хресчен (фермер) хуçалăхĕ сысна комплексне реконструкцилеме 3 миллион тенкĕ.

Районти граждансем хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма 42296 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ку укçапа выльăх-чĕрлĕх витисем тума тата реконструкцилеме, пĕчĕк техника тата выльăх-чĕрлĕх туянма усă кураççĕ. Ураскилт ял тăрăхĕнчи харпăр хăй хуçалăхне тытакан В.И.Антонов, акă, кредитпа «Звезда» хуçалăхран ăратлă 7 пăру туяннă. Хальхи вăхăтра кивçен укçа илекенсем кредитсемпе тĕллевлĕ усă курассипе, документсем хатĕрлессипе пикенсех ĕçлеççĕ



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 октября 2006
00:00
Поделиться