Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Библиотека çĕнелсе улшăнчĕ

Çак кунсенче Ураскилтре тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ А.Платонов, социаллă аталану пайĕн начальникĕ О.Сергеева, Ураскилт ял тăрăхĕн Э.Козлов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Хăнасем хальхи йышши компьютер библиотеки уçăлнă ятпа ăшшăн саламларĕç, кунта ял халăхĕн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме май пурине палăртрĕç. Район пуçлăхĕ А.Платонов библиотека заведующине А.Козловăна Хисеп грамоти пачĕ.

Библиотекăна çÿрекенсем шала кÿрсен тĕлĕнмелли сахал мар пулчĕ: компьютер, сканер, тĕслĕ телевизор,  видеомагнитофон тата ытти япаласем те тыткăнларĕç вĕсене. «Ураскилт чиркĕвĕн историйĕ» слайда пăхрĕç.

Ураскилт шкулĕнче вĕренекенсене концерт программипе савăнтарчĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 октября 2006
00:00
Поделиться