Эстрада ушкăнĕ йĕркеленĕ
Элĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем ялан шыравра. Вĕсем час-часах халăха хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.
Нумаях пулмасть культура ĕçченĕсем «Асамлă туйăм» эстрада ушкăнĕ йĕркеленĕ. Виçĕ çынран тăракан ушкăна Иван Никифоров ертсе пырать. Çамрăксем кĕске вăхăтрах куракансен чĕрисене тыткăнлама пултарнă. Чи пĕлтерĕшли – артистсем хăйсен юррисене юрлани.
Эстрада ушкăнĕ шăрантаракан юрăсене Юрий Андреев çырнă. Унăн юррисем пурнăç, юрату темисемпе çыхăннă. «Асамлă туйăм» ушкăн артисчĕсем концертпа кÿршĕ Районсенче те пулнă ĕнтĕ.
"Хыпар"