Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Музей экспонатсемпе пуян

Районти тĕп библиотекăра кĕнеке куравĕсемпе пĕрлех тĕрлĕ мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă, иртнĕ кунсенче «Элĕкри литературăпа краеведени халăх музейĕ» ятпа йĕркеленĕ слайд презентацийĕ пулчĕ. Куравра вулакансем музей историйĕпе, Г.Терентьев директорăн ĕçĕ-хĕлĕпе, музейри залсемпе паллашма  пултарчĕç. Паянхи куна асăннă музейра 18300 экспонат упранать. Картина галерейи, çут çанталăк, литературăпа искусство, этнографи, краеведени залĕсем уйрăмах пуян, космотнавтика, спорт кĕтесĕ те курма пынисене тыткăнлать. Элĕкри литература краеведени халăх музейĕнче тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе пĕрлех вăрçă хĕç-пăшалĕпе, салтаксен çырăвĕсемпе, сăнÿкерчĕксемпе, çар наградисемпе паллашма пулать. Элĕкри музея ЧР архитектурипе культурин палăкĕсен шутне кĕртнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 октября 2006
00:00
Поделиться