Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк предпринимательство вăй илет

Октябрĕн 24-мĕшĕнче районта Пĕчĕк предпринимательство кунĕ иртрĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсенчи пĕчĕк бизнеспа предпринимательство представителĕсем хутшăнчĕç.

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта пĕчĕк предприятисем 48 шутланаççĕ. Çакă, çулталăк пусламăшĕнчипе танлаштарсан, 30 процент ытларах. Унта – халăхăн 4,5 проценчĕ.

Паянхи куна илсен, пĕчĕк предпринимательство сферинче 928 çын шутланать. Çакă, кăçалхи январьтипе танлаштарсан, 144,7 процент. Уйрăм предпринимателсем пурĕ 250 çын, çулталăк пуçламăшĕнче 228-ăн пулнă.

Иртнĕ тапхăр уйăхра пĕчĕк предприятийĕсем 126,8 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 2 хут нумайрах. Район бюджетне пурĕ 2,9 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 октября 2006
00:00
Поделиться