Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç укçи тăватă процент ÿснĕ

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн кăтартăвĕсем килĕшÿллĕ январь-сентябрь уйăхĕсенче ял ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи 1432 тенкĕ шутланать. Иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан – 133 процент. Шалу виçи «Новый путь» (2604 тенкĕ), «Прогресс» (1801), Агрофирма «Надежда» (1773), «Восход» (1503) хуçалăхсенче пысăкрах. Çав хушăрах вăтам ĕç укçи Калинин ячĕллĕ хуçалăхра 633 тенкĕ, «Пучахра» - 816, Свердлов ячĕллĕ хуçалăхра 850 тенкĕрен иртмен.

Ĕç укçи парăмĕ  енĕпе кăтартусем лайăхланчĕç. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, пĕтĕм парăм – 673 пин тенкĕ, тÿлемен вăхăт – 0,2 уйăх. Ял хуçалăх ĕçченĕсен пĕтĕм хисепĕ – 1560 çын.

Ял хуçалăх пайĕ юлса пыракан хуçалăхсемпе ĕçлессине вăйлатма, вăтам ĕç укçине ÿстерессипе мерăсем йышăнма палăртрĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2006
00:00
Поделиться