Чи лайăх машина – трактор паркĕсем
Ял хуçалăх техникине хĕл каçарма мĕнле вырнаçтарса лартнине ятарлă комисси тĕрĕслерĕ.
«Новый путь» хуçалăхăн Шĕвĕшри тата Юлăшри машина-тракор паркĕсем пĕрремĕш вырăна йышăннине палăртрăмăр. Кунти коллективсем 2000-шер тенкĕ премие тивĕçрĕç. «Витязь» обществăри машина-трактор паркĕ – иккĕмĕш вырăнта. Çак йыша 1500 тенкĕ преми парса чыс тунă. «Алмаз» обществăри тата «Прогресс» хуçалăхри машина-трактор паркĕсем – виççĕмĕшсем. Вĕсене 1000-шер тенкĕ преми панă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета