Максимовсем чемпионсем!
Максимовсем чемпионсем!
Ăмăрту хыççăн ăмăртăва хутшăнаççĕ Элĕк шкулĕнчи пултаруллă спортсменсем. Ку енĕпе çамрăк боксерсен хастарлăхне те палăртма кăмăллă. Акă, юпа уйăхĕн вĕçĕнче Республикăра Пĕтĕм Раççейри бокс ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вĕсене çĕршывăн физкультурăпа спорт çитĕнĕвĕсене аталантарас ĕçе нумай тÿпе хывнă Д.С. Игнатьева халалларĕç. Пирĕн районтан çак ăмăртусене 6 боксер хутшăннă. Хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăнсене Бориспа Максим Максимовсем çĕнсе илчĕç. Иккĕшĕ те вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти Олимп хатĕрленĕвĕн училищинче вĕренеççĕ. Сăмах май, Борис Максимов халĕ Пĕтĕм Раççейри бокс ăмăртăвĕсене хутшăнма хатĕрленет.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета