Çĕр ĕçĕнчен хăрамасть
Тени тăрăхĕнчи Владимир Леонтьевич Варламова ĕç хăратмасть. Ялта çуралса ÿснĕскер чунĕпе техника енне туртăннă. Унăн килти хуçалăхра МТЗ-823 трактор та пур. Хăш-пĕр кăкармалли агрегатсене те туяннă. В. Варламов техникăна юратать, çавăнпа ăна тирпейлĕ пăхса тăрать. Кăлтăка ялан вăхăтра пĕтерме тăрăшать. Ял çыннисем унран пулăшу ыйтрĕç - нихăçан та хирĕçлемест. Килти хуçалăхра çавăн пекех унăн «УАЗ» автомашина тата микроавтобус пур. Çĕр ĕçĕпе ĕçлеме вăй-халĕ çителĕклине чунĕпе туять Владимир. Фермер ĕç-хĕлне йĕркелесе ярас ĕмĕт-тĕллеве те шухăшран вĕçертмест.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета