Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç укçи контрольте пулĕ

Чăваш Республикин Президенчĕн «Ĕç укçине ÿстерессине тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» Указĕ район администрацине те, хуçалăхсемпе предприятисен ĕртÿçисене те ĕç укçине ÿстерессипе ĕçлеме хистет. Районта пĕчĕк предпринимательлĕх вăй илсе пырать. Пĕчĕк бизнесăн организацийĕсене ятарлă ларура пăхса тухнă чухнек çакă палăрнă: вĕсенче тăхăр уйăхра шалу кăшт кăна ÿснĕ. Çывăх вăхăтра район администрацийĕ ĕç укçи кам мĕн чухлĕ тÿленине тĕрĕслеме палăртать. Пур хуçалăхсенче те тĕрĕслев пулĕ. Ăçта шалу ÿстерни палăрмасть, вĕсене пуçран ачашламĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2006
00:00
Поделиться