Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Малашлăха пăхса

Геннадий Денисова районта чылайăшĕ лайăх пĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра вăл «Слава» хуçалăх бази çинче никĕсленнĕ «Алмаз» обществăна ăнăçлă ертсе пырать. Ун пирки çакна каламалла. Вăл «Звезда» хуçалăхра водительте ĕçленĕ, автомашинăна яланах юсавлă тытнă. Кайрантарахпа, ĕçри пултарулăхне кура, ăна «Звезда» хуçалăх ертÿçине суйланă. Халĕ, акă, «Алмаз» обществăн ĕç-хĕлне йĕркелесе пырать. Çурхи ĕçсене ирттерме çăмăл килмен, вăрлăх та çителĕксĕр пулнă. Çавах та ака-суха ĕçĕсене вăхăтра вĕçленĕ. Кăçал Çĕнкасри  ĕне выльăх фермине юсама май килнĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче ывăлĕ Николай та общество ĕçне хутшăннă.

«Алмаз» малалла талпăнать. Ертÿçĕ çĕнĕ обществăна ертсе пыма пĕлнине ял çыннисем кураççĕ, туяççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2006
00:00
Поделиться