Ĕçпе те тивĕçтереççĕ, вĕрентеççĕ те
Районти халăх ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр тăрса юлнисене ĕçе вырнаçтарассипе витĕмлĕ мерăсем йышăнать. Ку службăн кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен самаях пысăк. Пĕтĕмпе кăçалхи 10 уйăхра 648 çынна ĕçе вырнаçтарнă, çак шутран 310-шĕ - ĕçсĕр тăрса юлнисем. Ĕç шыракансене ĕçпе тивĕçтернин шайĕ – 82,7 процент.
47 çынна професси пĕлĕвĕ илме янă, пурĕ 14 специальноçпе вĕреннĕ. Вĕсенчен 70,2 проценчĕ – хĕрарăмсем, 81 проценчĕ – 29 çула çитмен яшсемпе хĕрсем. Асăннă служба пулăшнипе 44 çын, çав шутран 30 çула çитменнисен 30 проценчĕ республика тулашĕнче ĕç тупнă.
Ĕçпе тивĕçтерекен служба 18-20 çулхи çамраксене ĕçе вырнаçтарас тесе 4 организаципе тата предпринимательсемпе килĕшÿ тунă. Çакна валли федераци бюджетĕнчен те, ĕçпе тивĕçтерекенсенчен те укçа-тенкĕ уйăраççĕ.