Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăмăртура палăрнă

Çак кунсенче Муркашра инвалид ачасем хушшинче шашка, дартс, сĕтел çинче теннис выляс енĕпе зонăри ăмăрту иртнĕ. Унта Элĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенчи ачасем хутшăннă. Ку ăмăртура пирĕн район ачисем те ÿсĕм тунă. Шашкăлла выляссипе, акă, пĕрремĕш вырăна Николай Марков тухнă. Иккĕмĕшĕнче – Артур Максимов.

Хĕр ачасенчен дартс вăййине выляссипе Кристина Сергеева мала тухнă. Арçын ачасенчен Артур Максимов иккĕмĕш, Николай Марков виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Сĕтел çинче теннисла выляссипе Николай Марков иккĕмĕш вырăнта. Мала тухнисене парнесем парса чысланă.

 

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 ноября 2006
00:00
Поделиться