Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестивальтен çĕнтерÿпе таврăннă

Пултаруллă ачасене тупса палăртас, вĕсен ăсталăхне малалла аталантарас тĕллевпе çулсеренех “Саркайăк” фольклор фестивалĕ иртет.  Кунта шкул ачисем хутшăнаççĕ. Вăл темиçе тапхăрпа та пулать.  Чÿк уйăхĕн çирĕм тăваттăмĕшĕнче Муркаш районĕнче чăваш халăх юррисен республикăри “Саркайăк” фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Унта зонăри смотр-конкурсра мала тухнисем хутшăннă. Пирĕн район чысне Чăваш Сурăм шкулĕнче пĕлÿ илекен Екатерина Дмитриевапа Шĕмшеш шкулĕнчи Людмила Засыпкина хÿтĕлерĕç.

Вуннăмĕш класра пĕлÿ илекен Е. Дмитриева чăваш халăх юррине чуна тыткăнламалла юрласа лауреат ята çĕнсе илнĕ.  Людмила Засыпкина вара “Саркайăк” фестивальтен дипломант пулса таврăннă.

 

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 декабря 2006
00:00
Поделиться