Кепер тăвассипе ĕçлеççĕ
ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указне пурнăçласа Выла юханшывĕ урлă кĕпер хывма пăхнă. Халĕ ку объектра ĕçсем пуçланнă: строительство материалĕсене кунсерен тенĕ пекех турттарса килеççĕ.
Ку кĕпер Атмалкассисемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен ялта пурăнакансемшĕн çуркуннепе кĕркуннехи тапхăрта юханшыв пысăк чăрмав кăларса тăратать: тĕрлĕ йышши транспортпа каçса çÿрейместĕн. Çавăнпах ĕнтĕ райадминистраци кĕпер тăвассине пысăк тимлĕх уйăрать. Строительство ĕçĕсене “Стромос” общество пурнăçлать. Строительсем кĕпере çитес çулхи Республика кунĕ тĕлне туса пĕтересшĕн.
![]() |