Лайăх пăхаççĕ – нумай усраççĕ
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи вăхăтра пăхса усрамалли тапхăр пырать. Ăшă витесенче лайăх тăрантарасси, продуктивлăха ÿстересси – тĕп тĕллев. “Новый путь” хуçалăхра ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Ферма çурчĕсене хĕле кирлĕ пек хатĕрленĕ. Выльăхсене апата тĕрлĕ майпа тутлăлантарса параççĕ. Çавна май сăвăм та ÿссе пырать. Хальхи вăхăтра кашни ĕне 13,7 килограмм сĕт антарать. “Родник” обществăра та ĕçсем кал-кал пыни палăрать. Кунти ĕнесем талăкра 13,5-шер килограмм сĕт параççĕ. Çав хушăрах сăвăм “Восход”, “Авангард” хуçалăхсенче 1,7 килограмран иртмест. |
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета