ÇĔНĔ ТЕХНИКĂСĂР МАЙ ÇУК
Паянхи кун районти хуçалăхсенче тĕрлĕ йышши 280 трактор, тĕш-тырă пухса кĕртмелли 78 комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлемелли 20 агрегат, груз турттармалли 160 автомашина шутланать. Ку вăл – пĕтĕмпех кивелнĕ техника. Çĕр ĕçĕсене пурнăçлама вара ку чухнехи хăватлă техника кирлĕ. Çакна шута илсе ял хуçалăх таварне туса кăларакансене çĕнĕ техника туянмашкăн федераци тата республика лизинг фончĕсенчен кивçен укçа уйăрса параççĕ. Акă, кăçал районти харпăр хăй тата фермер (хресчен) хуçалăхĕсем çĕнĕ 7 трактор, çĕр улми пухса кĕртмелли 1 комбайн, кăкарса ĕçлемелли 10 машина туяннă.
11 уйăхра пĕтĕмпе районĕпе 15685 миллион тенкĕлĕх техника илнĕ. Çав шутран çăмăллатнă кредитпа – 6935 миллион тенкĕлĕх, лизингпа – 6500 миллионлăх, харпăр хăй шучĕпе – 2250 миллион тенкĕлĕх. Килес çул районти хуçалăхсем 23 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туянма пăхнă.