Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ХУДОЖНИК КУРАВĔ ЙĔРКЕЛЕНĔ

Ял тăрăхĕсем хушшинчи Элĕкри культурăпа кану центрĕнче Виталий Иванов художникăн “Чун-чĕрене çывăх кĕтес” ятпа курав уçăлнă. Ăна кăçалхи Ăс-хакăлпа çутлăх çулталăкне халалланă. Унта художникăн хăйĕн фондĕнчи ÿкерчĕксене 15 тăрăхпа тăратнă. Çавăнпа тĕрлĕ çулсенчи ĕçсем, тăван тăрăха сăнанин, тухса çÿренин кăтартăвĕсем. Художникăн юратнă жанрĕ – пейзаж. Ÿкерчĕксенче çут çанталăка, çынсене юратни яр уççăн палăрать.

Илемлĕ ÿкерчĕксем куракансене кĕтеççĕ. Курав декабрĕн 15-мĕшĕччен ĕçлет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 декабря 2006
00:00
Поделиться