Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

КИЛТИ ХУÇАЛĂХСЕМ ТУПĂШЛĂРАХ ĔÇЛЕÇÇĔ

Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче районти мĕн пур категорири хуçалăхсенчи ял хуçалăх продукчĕсен производствин индексĕ 108, 2 процент пулнă. 100 гектар çĕр пуçне илсен, продукци туса илни 937, 9 пин тенкĕпе танлашнă.

Иртнĕ вунă уйăхра, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, мĕн пур категорири хуçалăхсем 103, 5 процент сĕт суса илнĕ. Ĕнесен продуктивлăхĕ ÿсни палăрчĕ – 18, 9 процент (405 килограмм).

Аш-какай 12, 1 процент ытларах туса илнĕ. Уйрăммăн палăртсан, обществăлла секторта çитĕнÿ – 23, 1 процент, ял хуçалăх предприятийĕсенче вара кăтарту чакнă.

Ĕне выльăхсем 16488 пуç е 100, 1 процент шутланаççĕ, сыснасем – 6857 пуç е 129, 9 процент.

Агропромышленность комплексĕнчи организацисем инвестици кредичĕсемпе усă курас тĕллевпе выльăх-чĕрлĕх çурчĕсене çĕнĕрен тума, тĕпрен юсама 33 миллион тенкĕлĕх ытла заявка панă, çав шутран “Прогресс” хуçалăх 30 миллион, “Возрождение” хресчен-фермер хуçалăхĕ – 3 миллион та 140 пин тенкĕ.

Район территорийĕнче ĕне выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентерессипе 24 пункт ĕçлет. Çитес çул тата 3 пункт çĕнĕрен уçмалла. Выльăхсен генетика потенциалне ÿстерме пурĕ ĕне выльăх 8 пуç, сыснасем – 7, сурăхсем – 56, лаша 1 пуç сутăн илнĕ.

Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне граждансене килти хушма хуçалăха аталантарма 55, 6 миллион тенкĕ (494 заемщика) панă, кашни çын пуçне вăтамран – 112 пин тенкĕ.

Мĕн пур кредитсен 73, 3 процентне (40, 9 миллион тенкĕ) РФ перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, 26, 3 процентне (14, 6 миллион тенкĕ) “Россельхозбанк” обществăн Чăваш регион филиалĕ панă. Килти хуçалăхсене кредитпа тивĕçтерессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Кредит организацийĕсенче тепĕр 15 заявка (662 пин тенкĕлĕх) шутланать.

Килти секторта ял хуçалăх продукчĕсем туса илесси ÿссех пыни халĕ ăна тирпейлессипе йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Продукцие реализацилеме условисем тăвассипе задача тухса тăчĕ.

Ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансенчен, халăхран продукци сутăн илессипе потребкоопераци предприятийĕсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ.

Ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерес, килти хуçалăхри продукципе чĕртавара таварçаврăнăшне кĕртес тĕллевпе районта ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсем аталанаççĕ. “Агропромышленность комплексне аталантарасси” наци проектне ĕçе кĕртме пуçланăранпа районта 4 ял хуçалăх потребительсен кооперативне тунă. Çав шутран кредит енĕпе ĕçлекеннисем – 2, продукцие тирпейлекенни – 1 (“Элĕк-сĕт”), сутас енĕпе ĕçлекенни те 1 (Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи “Кĕмĕл уçăсем”). Çитес çул потребительсен кооперативĕсене кашни ял тăрăхĕнчех уçас задача тăрать. Патшалăх енчен пулăшу илес тĕллевпе асăннă кооперативсем ЧР Ял хуçалăх министерствинче аккредитаци витĕр тухрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 декабря 2006
00:00
Поделиться