ЯЛ ÇЫННИ КЛУБ ЕННЕ ТУРТĂНАТЬ
Шăмат кунсерен Тăвăш Юнтапа клубне çамрăксем ташă каçне пуçтарăнаççĕ. Илемлĕ юрă-кĕвĕпе ташласа савăнаççĕ вĕсем. Кунта “хуралта” яланхилле Владислав Герасимов. Вăл клуб администраторĕнче ĕçлеме пуçланăранпа тăваттăмĕш çул. Унччен “Звезда” хуçалăхра поварта ĕçленĕ.
Владислав Степанович çамрăксемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Ял клубĕ уншăн ĕç вырăнĕ кăна мар, пурнăç хавхаланăвĕ те пулса тăнă. Кунта час-часах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсем хатĕрлеççĕ. Клуб çумĕнче çамрăксен канашĕ те ĕçлет.
![]() |
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета