Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

80 ÇУЛПА САЛАМЛАРĔÇ

Нумаях пулмасть Кармал Тенири Мария Петровна Терентьева хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява Мария аппан ачисем пурте килнĕ. Аслă вăрçă хыççăн çамрăк хĕр хăйĕн шăпине фронтран аманса килнĕ Аввакум Терентьевич Терентьевпа çыхăнтарнă. Хуçалăхри ĕçсем пĕтĕмпех Мария Петровна çине тиеннĕ. Мăшăрĕпе вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ: Николай, Ольга, Нина, Юра тата Витя. Пурте вĕсем вĕренсе пĕлÿ илнĕ, Раççейĕн тĕрлĕ хулисенче пурăнаççĕ. Мария Петровнăна юбилей ячĕпе тăванĕсемпе çывăх çыннисем, кÿршисем, ял-йыш ăшшăн саламланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 декабря 2006
00:00
Поделиться