Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

АЧАСЕН ПРАВИСЕНЕ ПАТШАЛĂХ ХŸТĔЛЕТ

“Эпир ялти кил-çурта сутса, хулана пурăнма куçасшăн. Вăхăтлăха тăвансем патĕнче хÿтлĕх тупатпăр. Вĕсен пĕр пÿлĕмлĕ хваттерĕ пушах ларать. Каярахпа пĕр-пĕр пÿлĕм е хваттер туянас тĕллевлĕ”, – пĕлтерчĕ опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ патне килнĕ çамрăк хĕрарăм.

– Çул çитмен ачасем пур-и; – кăсăкланчĕ Ирина Петровна Ильина.

– Иккĕ тан. Хальлĕхе пĕри те шкула çÿремест, – кĕскен пĕлтерчĕ амăшĕ.

– Ялти çуртсăр пуçне пурăнмалли урăх кĕтес çук пулсан, ачасен прависене хÿтĕлесе çурта сутма ирĕк памастпăр. Çакна саккун ыйтать. Кунти çурта сутса тухса кайсан, пурăна киле хваттертен те хăваласа ярсан ачасемпе ăçта хÿтлĕх тупатăр;– ыйту пачĕ район администрацийĕн тĕп специалисчĕ. Ăна-кăна ăнлантарма тăрăшрĕ икĕ ача амăшĕ. Юлашкинчен кăмăлсăррăн тухса кайрĕ.

– Юлашки çулсенче ачасемпе çул çитмен çамрăксен прависене хÿтĕлес йĕрке уйрăмах çирĕпленчĕ. Çитĕнекен ăрăвăн кирек хăш вăхăтра та пурăнмалли çурт-йĕр пулмалла. Ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкне çуртсăр хăварса ăна сутма нимĕнле ирĕк те çук. Çавăн пекех çакна та палăртассăм килет. Акă, тĕслĕхрен, кил хуçи арçынĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула пурнăçран ирех уйрăлнă. Çемьере вара çула çитмен ачасем те пур. Кил-хуçалăхри пурлăх арçыннăн мăшăрĕпе ачисем çине пĕр пек пайланать. Яваплăха туйман ачисем амăшне вĕсен пурлăхĕпе кирек мĕнле хуçаланма ирĕк парсан та амăшĕ асăннă пурлăхпа районти опекăпа попечительство органĕ сĕннĕ пек çеç хуçаланма пултарать, – саккун йĕркипе паллаштарчĕ Ирина Петровна.

Çавăн пекех юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачине банкра счет уçса уйăхсерен укçа хурса панă тĕслĕхсем сахал мар. Тĕслĕхрен, 18 çула çитмен çамрăк çак укçана алла илсе усă курма шутлать пулсан, ку чухне çывăх çыннисен килĕшĕвĕ çеç çителĕксĕр. Каллех опекăпа попечительство органĕнчен ирĕк ыйтмалла. Вĕсем килĕшÿ парсан çеç укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курма пултараççĕ.

Çул çитмен çамрăксем ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха юлсан пурлăха вĕсене панă чухне тĕрлĕ йывăрлăхсем сиксе тухнине асăнчĕ-ха И.П.Ильина.

– Малтанхи çулсенче ачасене куçакан пурлăх шутне пурăнмалли çурт е укçа-тенкĕ çеç кĕнĕ пулсан, халĕ çĕр участокĕ, икĕ гектар та, саккунпа килĕшÿллĕн ачасем çине куçать, – терĕ вăл.

1999 çулта Тавăт ял тăрăхне Волгоград облаçĕнчи пĕр районтан Захаровсен çемйи куçса килнĕ. Александр Аркадьевич Захаровăн ашшĕ килĕнче тĕпленнĕ. Малтанлăха йĕркеллех пурăнать-ха çемье, хуçалăхра тăрăшаççĕ мăшăрсем. Каярахпа “чашăк-тирĕк” час-часах шăкăртатать, кĕвĕçÿ туйăмĕ мăшăрсем хушшинче вăй илет. 2003 çулта пĕр кунхине Елена Захарова Александр упăшкине çĕçĕпе чикет, вилмеллех суранлатать. Хĕрарăма ирĕкрен хăтараççĕ. Александрпа Алексей ывăлĕсем, йĕкĕрешсем, хăр тăлăха юлаççĕ. Инкек хыççăнах ачасене амăшĕн пĕртăванĕсем усрава илессине пĕлтерчĕç, кирлĕ документсем хатĕрлесе Волгоград облаçне илсе кайрĕç. Анчах та кун хыççăн çемьере тĕрлĕ йывăрлăхсем сиксе тухнă курăнать. 1992 çулта çуралнă ачасене Урюпинскри интернат-шкула ăсатнă.

– Икĕ çул каяллах асăннă интернатăн директорĕ, ачасен прависене хÿтĕлесе, Александр Аркадьевич çинче шутланса тăракан 13, 8 гектар çĕре Сашăпа Алеша çине куçарма ыйтса çыру янăччĕ. Унти хутсемпе пирĕн республикăри ятарлă документсем пĕрешкел пулманран ĕçĕ вăраха кайрĕ. Иртнĕ кунсенче ашшĕн куçман пурлăхне, çĕр пайне ачасене куçарса патăмăр, – пĕлтерчĕ опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ.

Аслашшĕ е асламăшĕ мăнукĕсене хăварнă еткерлĕхпе те вĕсен амăшĕсем хуçаланаймаççĕ. Çурта е хваттере ача вун сакăр çула çитмесĕр е унччен çÿлерех асăннă орган ирĕк памасăр сутаймаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 декабря 2006
00:00
Поделиться