Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЯЛ ÇЫННИНЕ ÇĔР ЫЙТĂВĔ КАНĂÇ ПАМАСТЬ

Çĕр ĕçченĕ кăçалхи кăтартусемпе кăмăллă-ши; Хальхи пушă вăхăтĕнче ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать-ши вăл; Умри малашлăха шанать-ши; Тем тесен те иккĕленÿлĕх тыткăнне лекнĕ пек туйăнать. Çакă çĕр пайĕсене илекенсен калаçăвĕнчен те сисĕнет.

– Пая сая ярар мар. Çĕре илсе юлар. Пурнăç темĕнле килет, – тет халĕ чылай ял çынни.

Çак шухăш Йăлкăш ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансен пухăвĕнче те палăрчĕ. Пухăвĕ вара пуху евĕрлех те пулмарĕ темелле. Вячеслав Матвеев пуçлăх паянхи çĕнĕлĕхе кашниех лайăх пĕлтĕр тесе клуба районти яваплă çынсене илсе пынă. Çĕрĕç комитечĕн ертсе пыракан специалисчĕ Т.Фадеева пай çĕрĕсене илес, вĕсене пăхса тăрас йĕркепе тимлесех уçăмлăн ăнлантарчĕ. Анчах ăна итлекенсем ытла та сахаллăн пулчĕç. Мĕншĕн тетĕр-и; Пиллĕк-ултă ял çыннисем, пуху пуласси çинчен малтанах пĕлтерсе хунă пулин те, ытла та сахаллăн пухăнчĕç. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн, нивушлĕ нимĕн те кирлĕ мар ялта пурăнакансене. Уйсене хыт-хура, çум курăк пусса илнĕрен малашлăх пирки итлесшĕн те мар-ши; Пурпĕрех усси пулас çук теççĕ-ши;

Çапах пур-ха ялсенче çĕнĕлле ĕçлесе пурăнасшăннисем. Хăшĕ-пĕри, ушкăнăн-ушкăнăн пайланса, çĕр лаптăкĕсене уйăрса та илнĕ. Кусем, паллах, вăйлăрах шутланаканнисем. Вĕсен хăш-пĕр техника та пур, çыннисем те правуртарах та çивĕчрех. Пĕрлехи йышпа çĕрпе лайăх усă курса тупăш илме ĕмĕтленеççĕ.

Ытларахăшĕ хăйсен пай çĕрĕсене хресчен-фермер хуçалăхне арендăна пама палăртса хунă. “Эпир хамăр ĕçлеес çук, Кононова паратпăр”, – теççĕ. Ку енĕпе хĕрсех ĕç хучĕсене те хатĕрлеме пуçланă. Хăйсем вара хумханаççĕ-ха, пăшăрханаççĕ те.

Хресчен-фермер хуçалăхне çĕр пайĕпе кĕни йывăрлăх кăларса тăратмĕ-ши; Налук виçи пысăк пуласран та шикленет ял çынни. Фермерĕ çĕрне сутса ярса нимсĕрех тăратса хăвармĕ-ши; Çĕр тĕрлĕ шухăш паян ял çыннин. Пай çĕрĕпе çыхăнмалла та марччĕ тесе калаçакансем те пур.

Пухăва пĕчĕк йыш кăна хутшăнчĕ пулин те, çĕрĕç комитечĕн представительне ыйтусем нумай пачĕç.

– Çĕре виçнĕшĕн мĕншĕн укçа нумай илеççĕ;

– Вăл пирĕнтен килмест. Хака районта туман.

– Хресчен-фермер хуçалăхĕ панкрута тухрĕ пулсан пай çĕрĕ ахалех пĕтет-и;

– Эсир унтан хăвăр пайпа тухма та пултаратăр, тÿпене харпăрлăха куçарма та пулать.

– Пай çĕрĕ çинче сад ĕрчетме юрать-и;

– Çав лаптăкра ял çыннин тĕш-тырă, пахча çимĕç культурисем кăна туса илмелле.

Шухăшлар-ха, калаçар. Çĕр ĕçченне хăçан çăмăл пулнă-ши; Çĕр-аннемĕр, паллах, вăй хумасăр, тар тăкмасăр ырлăх-пурлăхĕпе савăнтараймĕ. Ăнăçлăхĕ ял çыннинчен хăйĕнченех килĕ. Ир тăракан тутă пулнă тесе ахальтен каламан мĕн авалтан.

Хресченĕн тата тÿрех хăраса ÿксе пуçа усмаллах-ши; Ÿркенменнисене, ĕçе юратакансене валли халĕ çĕр шыв енчен те пулăшу пур. Ахальтен мар приоритетлă наци проекчĕсене йышăннă. Агропромышленность комплексĕнче те çавна пурнăçлассипе юхăм анлă сарăлчĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарас тĕллевпе кăçал районта нумай çемьесем çăмăллăхлă кредитсем илчĕç. Йăлкăш ял тăрăхĕнче пурăнакансем кăна 21-ĕн. Выльăх-чĕрлĕх валли çурт-йĕр тума, техника туянма кредит илме майсем пур халĕ. Апла пулсан чăн-чăн килти хуçалăхсемшĕн çĕр пайĕсем те ытлашши пулас çук.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 декабря 2006
00:00
Поделиться