Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇАМРĂК КОРРЕСПОНДЕНТСЕМ СЛЕТРА

Тĕрлĕ сăвă-калав, ытти жанрсемпе çыракансем шкулсенче вĕренекенсен йышĕнче сахалах мар. Хăшĕ-пĕри район хаçачĕпе çыхăну йĕркелеме те ĕлкĕрнĕ. Çырас ăсталăха ÿстерме пулăшас тата ку туртăма малалла аталантарас тĕллевпе республикăри вĕрентÿ министерстви раштавăн 9-10-мĕшĕсенче çамрăк корреспондентсен “Журналист пул” слетне ирттерчĕ. Асăннă слета районсемпе хуласенчен пултаруллă та тăрăшуллă 150 ача хутшăнчĕ. Унта Элĕк районĕнчен вара çамрăк корреспондентсем пулчĕç. А.Михайлова (Ураскилт шкулĕ), А.Степанова, В.Андреева, Н.Маслова (Элĕк шкулĕ) мастер-классенче ĕçлерĕç. Хаçата, телеэфира валли материалсем хатĕрлес ыйтăва хускатрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 декабря 2006
00:00
Поделиться