Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЭЛĔКСЕМ - МАЛТИСЕМ

Иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта, Совет Союзĕн Геройне Дудецкие чысласа, Раççейри çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта пирĕн район шкул ачисем те хутшăнчĕç, ăмăрту 2 куна тăсăлчĕ. Пĕрремĕш кунхине 1500 метрлă дистанцире Элĕк шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Сергей Федоров 1-мĕш вырăна тухрĕ. 3000 метрлă дистанцире те ăна çитекенни пулмарĕ. Унăн йăмăкĕ Надя, çавăн пекех Тавăт шкулĕнче вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ ăмăртура лайăх чупассипе тата хăвăрт утассипе палăрчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 декабря 2006
00:00
Поделиться