МАРАФОН ВĔÇЛЕНЧĔ
Чÿкĕн 25 – раштавăн 10-мĕшĕсенче районта “Ырăлăхпа ăнланăва – çул уçă” ыркăмăллăх марафонĕ вĕçленчĕ. Унăн тĕллевĕ – пурлăх тĕлĕшĕнчен начартарах пурăнакансене, пĕччен ватăсене, нумай ачаллă çемьесене, инвалидсене, инвалид ачасемпе тăлăх ачасене пулăшасси пулчĕ. Марафона район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ йĕркелесе ирттернĕ.Ыркăмăллăх марафонне 76 предприятипе организаци, учреждени тата граждансем хутшăнчĕç. Марафон фондне пĕтĕмпе укçан шутласан 162 пин тенкĕ пухăннă. Элĕкри тĕп больница, район администрацийĕ, Элĕкри вăтам шкул, “Автовас” акционер обществи, Пенси фончĕн районти управленийĕ, А.Г.Степанов предприниматель чи нумай взнос хывнă. Ыркăмăллăх фондне район пуçлăхĕ А.И.Платонов, район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ В.В.Архипова, ЧР Юстици министрĕн çумĕ В.Н.Капитонов, “Электростроймонтажколдинг” предприятин генеральнăй директорĕ Е.Н.Андреев тата ытти официаллă çынсем хăйсен укçине хывнă. Пулăшу тÿрех çемьесемпе учрежденисене кайнă. ЧР сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.И.Рулькова тÿрремĕнех нумай ачаллă çемьене пулăшнă. Вăл Чулкаçри 8 ачана пăхса ÿстерекен В.В.Васильева кĕпе çумалли машина панă тата нумай ачаллă 10 çемьене пурлăх енчен пулăшу кÿнĕ. РФ Федераци Пухăвĕн патшалăх Думин депутатне П.В.Семенова пулăшаканĕ А.М.Чернов Элĕк салинчи ветерансен çуртне тĕслĕ телевизор панă. “Элĕк ачи” ентешлĕх ертÿçисем ыркăмăллăх фондне укçа-тенкĕ тата япаласем хывнă. Район çыннисем çак акцие хутшăнса тумтир, ытти япаласем чылай панă.
Марафона йĕркелекенсем ыркăмăллăх акцийĕн тĕллевĕ пурнăçланчĕ тесе шутлаççĕ: çынсем нушарисене тимлĕхсĕр хăварман, марафона хутшăнса ырă та пархатарлă ĕç тунă.