Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ШКУЛ ОЛИМПИАДИН ÇĔНТЕРŸÇИСЕМ

Районта 5 предметпа шкул олимпиади иртнĕ: экологи, астрономи, экономика, чăваш чĕлхипе литератури тата политехника. Экологи предмечĕпе 10 вĕренекен тупăшнă, Анна Ивановăпа (Мăн Вылă шкулĕ) Наталья Максимова (Ехремкасси шкулĕ) çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Астрономипе 1-мĕш вырăна Питĕшкасси шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Никита Сергеев йышăннă. Экономикăпа 11-мĕш классем хушшинче Элĕк шкулĕнчи Елена Лаврентьева, çак шкулти Александров 10-мĕш класрисем хушшинче çĕнтернĕ.

Чăваш чĕлхипе литератури олимпиадине 9-11-мĕш классенчи 49 вĕренекен хутшăннă. Вĕсем чĕлхепе 4 ĕç, литературăпа 6 ĕç пурнăçланă. 11-мĕшсем хушшинче Елена Васильева (Элĕк шкулĕ), 10-мĕшсенчен Екатерина Михайлова (Питĕшкасси шкулĕ), 9-мĕш класрисенчен Людмила Прокопьева (Шĕмшеш шкулĕ) çĕнтернĕ.

Политехника олимпиади кăçал пĕрремĕш хут иртнĕ. Кунта тĕп вырăнта – математика, физика, инженери, строительство черченийĕн, машинăсем конструкцилес ыйтусем. Ку тупăшура 10 конкурсантран Элĕк шкулĕнчи 11-мĕш класри Артем Павлов пĕрремĕш вырăн йышăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 декабря 2006
00:00
Поделиться