Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ВИРЪЯЛ ЧИПЕРККИСЕМ

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче “Виръял чиперкки-2006” илемлĕх конкурсĕ иртнĕ. Унта чи чипер те чи илемлĕ, чи маттур 7 хĕр хутшăнса 6 номинацире тупăшнă: “Паллашу”, “Пляж костюмĕ”, “Наци костюмĕ”, “Спорта юратакан”, “Каçхи платье” тата “Илем ăсталăхĕ”.

Чи интересли “Илем ăсталăхĕ” конкурс пулнă. Хĕрсем тĕрĕслеве ăнăçлă ирттернĕ. “Мисс “Грация” номинацире

Анна Николаева çĕнтернĕ, “Мисс Шарм” конкурсра – Кристина Харитонова. “Мисс Очарование” номинацире Анастасия Яковлевăна çитекенни пулман, Олимпиада Борисова “Сăпайлă чиперкке” ята тивĕçнĕ, Алена Тарасова “Мисс Обаяние” номинацире çĕнтернĕ. “Виръял чиперкки” титула вара Анастасия Иванова çĕнсе илнĕ. Конкурса хутшăннисемпе курма пынисене “Асамлă туйăм” ушкăн юрă-ташăпа савăнтарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 декабря 2006
00:00
Поделиться