Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Диспансеризаци ăнăçлă иртрĕ

Районти тĕп больницăра сывлăха сыхлас ĕçĕн наци проекчĕ мĕнле пурнăçланса пынине пĕтĕмлететпĕр. Районта бюджет сферинче ĕçлекенсене диспансеризацилес тата производствăри хăрушă та сиенлĕ вырăнта ĕçлекенсен сывлăхне тепĕр хут тĕрĕслесси вĕçленчĕ. Бюджет сферинчи 598 çынпа сиенлĕ ĕçри 273 ĕçчен “Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме ĕлкĕрчĕ.

Диспансеризацире пулнисене, сывлăха малашне те çирĕплетес тĕллевпе сиплев ушкăнĕсем тăрăх пайланă. Тĕрĕслевре пулнисен 54 процентне диагноза тĕрĕс палăртма тепĕр хут медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма сĕннĕ, 31 процентне сиплеме ямалла.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 декабря 2006
00:00
Поделиться