Килти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ
“АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне пурнăçласа, январь-ноябрь уйăхĕсенче килти хушма хуçалăхсем 2874, 9 тонна аш-какай туса илнĕ. Çакă пĕлтĕрхи шайран 29, 7 процент нумайрах. Сĕт 15092, 4 тонна (107, 5 процент) туса илнĕ.
Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, килти хуçалăхсенче ĕне выльăхсем 11061 пуç, çав шутран ĕнесем 5641 пуç шутланаççĕ. Ноябрь уйăхĕнче ял хуçалăх продукцине 21 миллион та 108 пин тенкĕлĕх реализациленĕ. Çав шутран выльăхсем 16 миллион та 393 пин тенкĕлĕх сутнă, сĕт – 3 миллион та 332 пин тенкĕлĕх.
![]() |
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета