Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

КАПĂР ЕЛКА ИЛЕМ КŸТĔР

Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Элĕк салинче учрежденисемпе организацисем, уйрăм предпринимательсем хушшинче Çĕнĕ çул елкине лартса илемлетес тĕллевпе смотр-конкурс иртет. Çавна май йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ – В.Николаев. Çак кунсенче йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ ыйту пăхса тухрĕç. Çапла йышăнчĕç: лайăх илемлетсе капăрлатнă елкăшăн 1 пин тенкĕ памалла. Иккĕмĕш вырăншăн – 700 тенкĕ. Виççĕмĕш вырăншăн 500 тенкĕ. Ятарлă комисси конкурса январĕн 14-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 декабря 2006
00:00
Поделиться